Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Элӗк районӗ

Элӗк районӗ, — Чӑваш Енӗн хӗвеланӑҫ енӗнче вырнаҫнӑ район. Район ҫурҫӗр енче Муркашпа Етӗрне районӗсемпе, хӗвеланӑҫ енче Хӗрлӗ Чутай районӗпе, кӑнтӑр енче Ҫӗмӗрлепе Вӑрнар районӗсемпе, хӗвелтухӑҫ енче Красноармейски районӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла район 18 ҫухрӑма тӑсӑлать, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енне — 25 ҫухрӑма. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 554,1 км2. Район администрацийӗ Шупашкартан 67 ҫухрӑмра ларакан Элӗк ялӗнче вырнаҫнӑ.

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсем районта ҫуккипе пӗрех. Кирпӗч тумашкӑн суглиноксем кӑлараҫҫӗ, тата карбонатлӑ породӑсем хӑш пӗр ҫӗртре тупма пулать.

Район климачӗ вӑтам континенталлӑ. Хӗлсем вӑрӑм та сивӗ, ҫусем ӑшӑ. Вӑтам температура хӗлле -12,9°C тан, ҫулла — 18,3°C. Чи сивӗ палӑртнӑ температура -44°C, чи ӑшши — 37°C.

Сӑнсем

Хуравар пӗви
Витеҫуч патӗнчи вӑрман
Кӗҫӗн Тӑван ялӗ
Хуравар пӗви
Витеҫуч патӗнчи вӑрман
Кӗҫӗн Тӑван ялӗ

Ял тӑрӑхӗсем

Элӗк районӗн ял тӑрӑхӗсемЭлӗк районӗ пурӗ 12 ял тӑрӑхӗнчен тӑрать:

Халӑх

1999 ҫулхи кӑрлач 1 валли районта 22,1 пин ҫын пурӑннӑ. Халӑх плотноҫӗ — 42,5 ҫын пӗр 1км2 ҫине. Ял халӑхӗ 177 ялта пурӑнать, вӗсенче вӑтамран 205 ҫын. Ытларах пайӗпе чӑвашсем (98%) пурӑнаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Элӗк районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-16 14:56:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 45867 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем